Убасси (Чувашия): ПАЯНХИ САМАНА

Aug 21, 2012 14:47



Игнатьева ятлама ятлаçĕ-ха. "Хамăрялизм" самаях сарăлнă, тесе.
Анчах та çакна шута илĕр-ха: хăçан чăвашсем хушшинче çакăн чухлĕ пуян-улпут пулнă, çакăн чухлĕ пуçлăха ларнă чăвашсем хăçан пулнă? Ан тив, япăх çынсем çав пуçлăхсем хушшинче пулсан та (шкул, хуçалăх, предприяти, больница ертсе пыраканĕ) - чăвашах вăл!
     "Федоров вăхăтĕнче" вара "выçа мускав çыннисем" кунта тем шăшласа çӳрене (укçа шăрши илĕртнĕ, пулас), таçта та - Хипром т.ыт. предприяти акцисене пуçтарса çÿренĕ çавсем. Кашнинче, ăшă тата укçаллă вырăн шыранă, пуçлăха ларма тăрăшнă. Кĕртмесен, Федорова хăйне президентран тапса кăларатчĕç.
     Самана çавнашкал пулнă. Çавна пула, ĕнте, паянхи кун чăваш предприятисен акцисем Мускавра "ăшă вырăн" тупрĕç...

ПАЯНХИ САМАНА

Previous post Next post
Up