Leave a comment

Comments 7

(The comment has been removed)

ubasi August 21 2012, 16:02:27 UTC
Вырăссем тапăнаççĕ, вырăрăсланнисем хăватлăрах та çыртаççĕ. Чăвашсем хÿтĕлесшĕн мар... Хăйĕннех тĕп шăнарне, çирĕп никĕсне шырамалла, варринче пулмалла ("конструктивлăх" тенине пĕлтерет). Тепĕр енчен пăхсан, тен, тĕрĕсех хăйне тытать...

Reply


(The comment has been removed)

ubasi August 21 2012, 15:31:43 UTC
Ĕнер асăннă интернет-хаçатне "уçкаласа" пăхрăм. Халлĕхе - вырăсла кăна. Хаçатăн концепцине, тĕп тĕллевне ăнланаймарăм. Чăвашла вара миçемĕш пайĕ пулать? Виртуал меслечĕпе кăна тухакан хаçат пулать-и?

Reply

(The comment has been removed)

ubasi August 21 2012, 16:10:36 UTC
Витĕмлĕхне ÿстерес тесессĕн хаçатне регистрацимелле(виртуаллă пулсн та). Вара яваплă (официаллă) хуравĕсем те пулĕç.

Reply


boris_chindykov August 22 2012, 18:47:28 UTC
Игнатьев пирки çырни тĕрĕсех, ăнтăласса чăнласах ăнтăлать пулмалла вăл, анчах та пĕр япала çитмест пек - ни культура, ни информаци политики тивĕçлĕ шайра мар. Тата - уйрăмах информаци политикине - чăвашлăхран аякри, чăвашлăхран писнĕ "вырăсланнă" юлташсем тытса пыраççĕ пек курăнать мана. Убасси çитмест Игнатьев çумĕнче, ман шутпа.

Reply

ubasi August 23 2012, 05:00:54 UTC
Ман пирки калаçу çук. Кавир айĕнчи кĕрешÿсем килĕшмеççĕ мана, ырламастăп çавнашкал йăла-йĕкесене. Федорова та (хăй ыйтнипех) уççăн хамăн шухăша каланăччĕ, Шурчанова та...Сан пек качăсем те нумай лараймĕç çав вырăнсенче. Ху та пĕр пытармасăр хăвăннех пĕлтерме тăрăшнă-çке!

Reply


boris_chindykov August 23 2012, 06:14:23 UTC
Убасси çитмест тесе эпĕ ытарлă каларăм: Убасси хăй пулсан-пулмасан та, Убасси пек шухăшлакан, куракан ачасем çитмеççĕ Игнатьев командинче. Тен, унта вĕсем кирлĕ те мар, çавăнпа та çук та пулĕ.
Ман пирки урăх калаçу. "ТЕ"-рен мĕншĕн кайма тивнине калас пулсассăн, сăлтавĕ ансат - Шупашкар районĕн ун чухнехи пуçлăхĕ район хаçатне ĕлĕкхи, совет саманинчи пекех район администрацийĕн боевой листокĕ пек курасшăнччĕ ахăр, эпĕ вара хаçата май пур таран чăн-чăн журналистика шайне çывхартма хăтлантăм. Раççейĕпех çавнашкал ситуаци, шел пулин те.

Reply

ubasi August 23 2012, 08:57:47 UTC
Çавнашкал пулса иртни - тĕлĕнтермĕш мар.
"ВТО" текеннипе "анăç çилĕ" Шупашкара та çитĕ, демократи юхăмĕ "чăвашкасси" ялĕсене те, вĕсен пуçлăхĕсене те урăхла шухăшлама вĕрентме пултарĕ. Вара чăн-чăн журналистики те чĕрелет. Анчах та "Европа вăйĕ" ытла хăватлă пулсан, Рассей КАРАПĔ путма та пултарĕ. Урăхла каласан: ВТОран тем кĕтме те хатĕр пулмалла. Чăтăмлă чăваш тÿссе иртерĕ-ха, анчах та вырăса çăмăл пулать-и...

Reply


Leave a comment

Up