Oct 21, 2012 02:52
Вспомнилось, как в прошлое Рождество стояли в костёле на Невском. Как по щекам моей дочери текли слёзы, когда пели на хорах.
Сурхури-Кĕркури,
Сурăхсем путек туччăр-и?
Хĕрсем хĕсĕр пулччăр-и?Арăмсем ача туччăр-и?
////////
Сурхури, Сурхури,
Сурăхсем путек тăваççĕ,
Хĕрсем ача тăваççĕ.
Пире кукăль çитермесен
Сурăхсем хĕсĕр юлаççĕ, -
тесе юрланă çамрăксем
//////////////////
Килес-и, килес мар-и?
Килес-и, килес мар-и?
Эпĕ килесшĕн кулянмастăп,
Анчах килет тессĕн туйăнать.
Ĕçес-и, ĕçес мар-и?
Ĕçес-и, ĕçес мар-и?
Эпĕ ĕçесшĕн кулянмастăп,
Анчах ĕçет тессĕн туйăнать.
//////////////
Сурхури, Сурхури терĕмĕр,
Сурхури çитсе иртсе кайрĕ.
Сурхури иртмеç, ĕмĕр иртет,
Ой, тантăшăм, хĕр тантăшăм.
//////////////////////
Сурхури, Кĕркури,
Кĕркури кутне кĕл сапас,
Арăм кутне шу сапас,
Пĕрле шăнса ларччĕр-и.
Сурхури, Сурхури,
Сурăх ури тытар-и,
Сурăх ури пулмасан та
Хĕр ури те юрĕ-ха.
Сурхури, Кĕркури,
Пăрçа сапас урайне.
Сурăхĕсем хури, шурри
Йĕкĕреш пулччăр картара.
Тыр-пул ăнса пултăр тесе
Пăрçа кукли пĕçернĕ,
Пĕтĕм тăван пĕрле пулса
Турра пуççапса çинĕ.
Кантăр вăрăм пултăр тесе
Вăрăм тăвайкки çинчен
Ир пуçласа тĕттĕмчен
Ача-пăча сасси татăлман.
Сурхури, Сурхури,
Хĕрсем мăйăр пуçтараç.
Ывăлсем те мăйăршăн
Хĕрĕсене хăвалаç.
Сурхури, Кĕркури,
Ваççа хĕрĕ Варвари.
Кĕтĕмĕр, тухрăмăр,
Тўмми, çухи латти çук.
///////////////////////
Сурхури ачи услам çу та,
Сив çу пулас сасси пур.
Те пулать вăл, те пулмасть,
Эпир ăна пĕлместпĕр.
Кăмаки вĕри пултăр-и,
Кукăлĕ çунса кайтăр-и,
Пички шăтăк пултăр-и те,
Сăри юхса кайтăр-и.
//////////////////
Ме, ме сурхури
Çулталăкра пĕрре килет?
Юрлăр, юрлăр, ачасем.
Кукăль парас сасси пур.
Парать-и, памасть-и?
Парать! Парать! Ан хăрăр!
Пилĕк пўрни пĕр çемьен,
Икĕ куçĕ куклишĕн,
Хăрах тути сăрашăн.
Пĕр çырмара çĕрĕк каска,
Йĕри-тавра çырли пур,
Пиçни тесе кайрăм та,
Ентри пичи лаç çинче
Пăрна-пăрна кукку атать,
Пирĕн çавнашкал атас çук.
///////////////
Ах, кинеми, кинеми,
Çитрĕ акă Сурхури.
Пире кукăль памасан
Сурăх ури хуçăлтăр!
Пире кукăль парсассăн
Сурăх ури сыпăнтăр...
Как тесен мир. :)