Туррине чапа кăларакан ячĕсем.(1-мĕш пайĕ)

Apr 24, 2014 19:58



بسم الله
Турăпа пуçла, Турăпа пĕтер. Ваттисен сăмахĕ.
Турă Хăван Сăмаха -Корана парса илемлĕ ячĕсене çынсене вĕрентрĕ, Туррине вĕсемпе çынсем чапа кăларса Ун патне çывăхланаççĕ те шуйттантан та пурнăç йывăрлăхран хÿтĕлев тупаççĕ.
Турра ырлакан ĕмĕр çăтмахра тет. Ваттисен сăмахĕ.
Турă, Хăйĕн арăмланă япаласемпе танлаштарсан, харпăр Хăйĕн ăнланмалла мар ятарлă паллисем пур, анчах çынсене Вăл Хăйĕн Чапа кăтартма илемлĕ ячĕсене вĕрентнĕ. Çын Турăн ячĕсене ăнласан тен чăн тÿрĕ ĕненекен пулать.
Турă ячĕ тутăхмасть. Ваттисен сăмахĕ.
«Аллахăн илемлĕ ячĕсем; çак ячĕсемпе Уна асăнса чапа кăларăр та çавсенчен кам Ун ячĕсем пирки тавлашать ютшăнар... » Коран Аш-Шура ятла сури 42:11
Турă ячĕ ятуллă, явăл ячĕ янравлă. Ваттисен сăмахĕ.
Мăхамат Наби صلى الله عليه وسلم калана: «Чăн-чăнах Аллахăн 99 ячĕсем- пĕрисĕр çĕр, вара çавă кам вĕсене калать, Çăтмаха кĕрет». Эль-Бухари 2736, Мăслим 2677 хадис пухура.
Турă Коранра Хăйĕн чурасене Кăмăлсемпе Хăйне кăтартрĕ.
Хăш чух Хăйне хăратакан ячĕсемпе çынсене палăртать сăмахран:
الرب Ар-Рабб, Тытакан, Хуçа, тенчĕсен Ертÿçĕ, Çавă кам ирĕк тытать те пĕтем ĕçсене ертсе пырать.
Тур ирĕкĕпе тĕнче тăрать. Ваттисен сăмахĕ.
الملك Аль-Мульк, Патша(патшасен Патши), абсолютлă Ертÿçĕ Хăйĕн чурасемпе ертсе Пыраканĕ, тĕслĕхрен:
«Аллах Чи çулти, Чăн Патша! Корана валеçсе пани пĕтиччен вулама ан васка, та-та кала: «Турă! Ман пĕлÿне пысăклат».Коран 20:114 та-та 23:116, 59:23, 62:1,114:2
Вилессипе пурнăçĕ Турă ирĕкĕ. Ваттисен сăмахĕ.
المميت Аль-Мумит, Вĕлерекен (Çывăратакан, Ыйхăлаттаракан) Çавă Кам вилекенсене вилме тивĕç тунă, Ун пуçсăр никам та вĕлермест.
Турă хушмасăр чун тухмасть. Ваттисен сăмахĕ.
الباعث Аль-Баис, المحيى Аль-Мухйи, Чĕрĕлтерекен, Вăл пурнăçне парать, пĕтем чĕр чунсене нименрен ăрăмланă та вилĕм хыççăн каялла чĕрĕлтерет.
Тур пулăшсан мур та çĕнеймест. Ваттисен сăмахĕ.
القوى Аль-Кавий, Чи вăйлă
Вăл нихçан та пăхăнмасть, пĕрмай çĕнтерет, Унра пĕтем вăйĕ.
Турă чăнлăха юратать. Ваттисен сăмахĕ.
الحكم Аль-Хакам, Тÿрĕ, йышăну Çирĕплетекен, тĕслĕхрен:
«Уçă сăмахран панипе итлесе пурăн, та-та Аллах йышăнăва кăлартиччен чăт, Вăл -тÿрĕсенчен Чи лайăх-иç».Коран 10:109 та-та
6:62, 114; 11:45; 22:69; 95:8.
الخافض Аль-Хафид, кĕçене Хăваракан (вырăнне Лартакан)
Ун хирĕç таракансене, чăнлăха кураймансене, айăплă ĕçне тăвакансене мăшкăла кăтартать.
Юратнă чуна Турă та çăлса пырать. Ваттисен сăмахĕ.
الرافع Ар-Рафи, хисепе Кăларакан, çуллĕ Хуракан, Вăл намас-кĕл тăвакансене хисепе кăларать, тÿпе та пĕлĕтсене çуллĕ тытать.
Тур паманнине çапăçса илеймĕн. Ваттисен сăмахĕ.
القابض Аль-Кабид, Кимĕттерекен
Вăл ыра парусене сахаллантарать та-та çылăха кĕрекенсене Ун патне çывăхланма памасть.
Кунне те, апатне те Турă парать. Ваттисен сăмахĕ.
الباسط Аль-Баасит, Йышлантаракан, Валеçекен, Вăл мĕскĕн та пуян çынсене тарават ыра парусене парать.
المالك Аль-Ма́лик, Патша, Ертÿçĕ
الذي له الملك Аль-лязиляхуль-Мульк ирĕкне Тытакан
Турра парăн - сăваплă пулăн. Ваттисен сăмахĕ.
الجبار Аль-Джабба́р, Пăхăнтаракан, тĕслĕхрен:
«Вăл-Аллах, çук турă Унсăр пуçсăр, Ертÿçĕ, Сăваплă, Чи Таса, Сыхлакан, Усракан, Пăхăнтаракан, Хăватлă, Мăнкăмăллă. Аллах Чи Таса та-та Вăл вĕсен урах турăсене кĕл тăвассисенчен ютшăннă».Коран 59:23
Тур пулăшсан ĕç пулать. Ваттисен сăмахĕ.
العزيز Аль-Ази́з, Чи Хăватлă, Çĕнтерекен
Хăватпа никам та Аллахпа танлаштармасть.
Туррăн кăмăлĕ аслă. Ваттисен сăмахĕ.
المتكب Аль-Мутакаббир, пĕтĕм кăмăлсемпе пурне те иртсе Каякан, Ун кăмăлсемпе никам та тан пулмасть, Вăл анчах мăнкăмăллă, Унпа танланшатсан пур те мĕскĕн.
Турă кама памаллине пĕлет теççĕ. Ваттисен сăмахĕ.
المعز Аль-Муизз, Вăй паракан
Турă парать те, Турă илет. Ваттисен сăмахĕ.
المذل Аль-Музилль, Вăйсăрлатакан, тĕслĕхрен:
«Кала(Мăхăмат):“Йе Аллах, патшалăхăн Хуçа! Ирĕке Эс паран кама парас килет, та-та ирĕке туртса илен камран туртса илес килет. Чаппа Эс паран çавна кама парас килет, та-та
кÿрентерÿ кăтартан çавна кама кăтартса илес килет. Пĕтĕм ырлăхĕ-Сан Алăра. Чăн-чăнах, Эс тем те тума пултарăн».Коран 3:26; та-та 9:2, 14-15; 8:18; 10:27; 27:37; 39:25-26; 46:20.
Турă парать, шуйттанĕ чарать теççĕ. Ваттисен сăмахĕ.
القادر Аль-Кадир, Чи Вăй-хăватлă, Вăл нименрен пĕтĕм япаласене туса янă та-та пĕтĕм япаласене пĕтĕрет.
Турă ирĕкĕнчен иртсе çÿç пĕрчи те тăкăнмасть. Ваттисен сăмахĕ.
المقتدر Аль-Муктадир, пуринчен те Вăй-хăватлă, Вăл Хăйĕн чурасем валли чи лайăх ĕçсене ертсе пыртарать.
Ырăшăн Турă тÿлет. Ваттисен сăмахĕ.
المقدم Аль-Мукаддим, Çывăхлаттаракан,
Чи тивĕçлĕ чурасене Вăл Хăй патне çывăхлантарать.
Кам Турăпа, Турă та унпа. Ваттисен сăмахĕ.
المؤخر Аль-Муаххир, Хайĕнчен аякалла Тĕктерекен, çавсенчен кам тивĕçлĕ Вăл ютшăнать
Тепле тарăхсан та Турăпа тавлашас çук.Ваттисен сăмахĕ.
المنتقم Аль-Мунтаким, Тавăракан, асăрхаттарни хыççăн анчах, çылăха кĕрекен, усал çынсене инкеке Вăл кăтартать.
Ÿкĕнсен-ÿкĕнсен Турă та каçарать тет. Ваттисен сăмахĕ.
العفو Аль-Афув, Каçаракан, çылăха тăвакансене те Вăл ырă пулнишăн каçарас килсен каçарать, çылăх тăвассинчен хÿтĕлет, та-та çылăхран тасатать.
Турă ирĕкĕнчен иртеймĕн. Ваттисен сăмахĕ.
مالك الملك Малик уль-Мульк, пĕтем патшалăхсен Патша, Вăл тăвать мĕн Ун тăвас килет никам та Ун ĕçсене улăштарма е чăрма пултараймасть.
Турă халăха асап ярса тĕрĕслет. Ваттисен сăмахĕ.«Аллах сана инкеке кăтартсан никам та çавсенчен сана пулăшма пултараймасть, Унсăр пуçсăр. Вăл сана ыррине парсан, вара Вăл тем те тума пултарать-иç.».Коран 6:17; та-та 36:23; 39:38;
Вара çак ятсене илтсен ĕненекен çынсен пуçсем тайлаççĕ, чунсем парăнаççĕ, сассисем шăпланаççĕ, шывра тăвар пĕтни пек мăнкăмăллăх пĕтет...

Туррăн ячĕсем

Previous post Next post
Up