77 кайăк / 77 птиц - 6-7. Кураксем (Вороны)

Mar 26, 2020 20:47

А вы знаете как отличить грача от серой вороны? Все отличия в окраске, причем на чувашском языке это выражено в названии: Грач - дословный перевод - "черная ворона", ворона - "пестрая ворона".
№6. Хура курак - Грач


Пурте паллакан кайăк. Ытти кураксенчен хуп-хура тĕспе тата шурă сăмсапа уйрăлса тăрать. Кăнтăртан чи малтан таврăнакан кайăксенче пĕри. Ушкăнпа пурăнма юрататаççĕ, йăвасене ял-хула тăрăхĕнче йывăçсем çинче тăваççĕ. Çулсерен 3-5 чĕп кăлараççĕ, апатланма ытларах ялхуçалăх çĕрĕсем çине, сухаласа тăракан уйсене вĕçеççĕ. Пирĕн тăраха кураксем кăнтăртан нарăс вĕçĕнче - пуш уйăх пуçламăшĕнче таврăнаççе. Каялла вĕçсе кайма васкамаççĕ, чÿк - юпа уйăхенче кăна çухалаççĕ. Юлашки çулсенче хăш-пĕр кураксем хуласенчех хĕл каçма юлаççĕ. Юлашки 10-20 çулта Чăваш республикинче хура куракăн шÿчĕ чакса пырать. Çав-çавах халĕ те пирĕн таврара вăл анлă сарăлнă, вăрманлă вырăнсене çеç кăмăлламасть.

№7. Ула курак - Ворона серая


Пурте паллакан кайăк. Ытти кураксенчен ула-хура тĕспе уйрăлса тăрать. Чи ăслă кайăксенчен пĕри. Çуркунне кашни мăшăр вырăн йышанса ана ытти кураксенчен сыхлать, ушкăнпа пурăнмаççĕ, пĕчченшерен йăва çавараççĕ. Çулсерен 3-5 чĕп кăлараççĕ. Тем-те çиекен кайăк, вилнĕ чĕрчунсене шырать, вĕсен кайăк йăвисене тустарать, çын хыççăн юлнă апат-çимĕçе те пуçтарать. Çул тăршĕпех пĕр выранта пурăнаççĕ, кăнтăралла вĕçсе каймаççĕ. Кĕркуннепе хĕлле час-часах пысак ушканпа тытăнаççĕ. Чăваш республикинче анлă сарăлнă, пур çĕрте-те тĕл пулма пулать.

Материалы проекта дублирую на сайте, здесь же можете найти чувашские названия птиц сайте Вики Птицы Чувашии
Любителей природы Чувашии также приглашаю присоединиться к международной платформе iNaturalist.org, куда можете загружать свои наблюдения растений и животных, посмотерть, кто-где обитает - Дикая природа Чувашии
Приглашаю к просмотру - 77кайăк (77 птиц) - «Çитмĕл те çичĕ кайăк».

чувашский язык, 77кайăк, птицы

Previous post Next post
Up