77 кайăк / 77 птиц - 3. Тăри (Жаворонок)

Mar 24, 2020 09:00

№3. Тăри (Жаворонок) - Çĕр ĕçĕпе çыхăннă чăвашсем çак кайăка çуркунне уйрăмах кĕтнĕ, ун юррине илтсен, çÿллĕ пĕлĕтре вĕçекен кайăка курма тăрăшнă.

Çерçирен кăшт пысăкрах кайăк. Республикăра тăрисен 4 тĕсĕ тел пулать, пур çĕрте те уй тарийе пурăнать. Уй тăрийе ытларах сухаласа-лартнă çĕр çинче тел пулать, уй-çаранта çĕр çинче йăва çавăрать. Кăнтăртан таврăнсанах аçа кайăк пĕлĕте вĕçсе юрă шăрантарма пуçлать. Çул тăршшĕпе 2 хут чĕпсем кăларма ĕлкĕрет. Çулла ытларах хурт-кăпшанкă çисе пурăнать, суркуннепе кĕркунне часах курăк вăррисемпе апатланать. Кăнтăртан пуш уйăхĕнче пĕрремĕш юр ирĕлнĕ вырăнсем тухнă вăхăтра таврăнать. Юпа уйăхĕччен пирен тавралăхра тытăнаççĕ. Республикипех уй-çарансем пур вырăнсенче анлă сарăлнă.



Материалы проекта дублирую на сайте, здесь же можете найти чувашские названия птицсайте Вики Птицы Чувашии
Любителей природы Чувашии также приглашаю присоединиться к международной платформе iNaturalist.org, куда можете загружать свои наблюдения растений и животных, посмотерть, кто-где обитает - Дикая природа Чувашии
Приглашаю к просмотру - 77кайăк (77 птиц) - «Çитмĕл те çичĕ кайăк».

чувашский язык, 77кайăк, птицы

Previous post Next post
Up